letras.top
a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z 0 1 2 3 4 5 6 7 8 9 #

letra de майра (maiden) - денис павлов (denis pavlov)

Loading...

ман чунра сана валли
пулĕ вырăн яланах
эп сана манас тесен
çук, манаймăп çaв-çавах!
сансăр тăлăх шупашкар
сансăр атăл та – çырма
килнĕ эпĕ çĕр çине
пĕр сана кăна савма!

çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак –
шак-шак
эс – ман йăпăлти кушак
кĕт пĕртак!
эс манпа вылян каллех –
ну мĕнех
ман пулатăн эс кĕçех
пур-пĕрех

çaкă çут тĕнчере
сан пекки сайра
эс пĕртен-пĕрре
ман куштан майра
чун калать: юрат
пуç ыйтать: пытан!
мĕншĕн эс мана асаплантаран?
каччăсем хыçран çÿреç –
йăл çиçеç
кашни кун сана йĕрлеç
кĕвĕçеç
сан пирки çŷрет сăмах –
пултăрах
ман сана савас килет
çав-çавах!

çaкă çут тĕнчере
сан пекки сайра
эс пĕртен-пĕрре
ман куштан майра
чун калать: юрат
пуç ыйтать: пытан!
мĕншĕн эс мана асаплантаран?

куçунта ташлать шевле –
ах, епле
эс – пушар, çунать чĕре –
чĕрĕлле
кур, çĕклетĕп сан умра
шур ялав
пĕр мана кăна ялан
эсĕ сав
çaкă çут тĕнчере
сан пекки сайра
эс пĕртен-пĕрре
ман куштан майра
чун калать: юрат
пуç ыйтать: пытан!
мĕншĕн эс мана асаплантаран?
çaкă çут тĕнчере
сан пекки сайра
эс пĕртен-пĕрре
ман куштан майра
чун калать: юрат
пуç ыйтать: пытан!
мĕншĕн эс мана асаплантаран?

letras aleatórias

MAIS ACESSADOS

Loading...